Пурччӗ манӑи икӗ ҫунат,
Икӗ улӑпла ҫунат:
Пӗр ҫуначӗ — Чӑваш ҫӗрӗ,
Тепӗр ҫунат — Чӑваш хӗрӗ —
Савнӑ тусӑм Минисса.
Вӗҫрӗм ҫилтӑвӑл касса...
Касса татрӗҫ ҫуната,
Чӗрем панчи ҫуната.
Ҫилхӑван пек утӑм пур,
Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур,
Ҫутӑ хӗҫӗм ялтӑратӑр,
Тӑшман пуҫӗ ҫук пултӑр.
Ку юрра 1916 ҫулта Кирук юрӑҫӑ Палтай Упи ялӗнчи Каляк Минккинчен ҫырса илнӗ.
Минисса — Пайтулӑн арӑмӗ е савнӑ хӗрӗ пулма пултаратъ.
Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.